Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Туслӑх кӗперӗ

Ҫакӑн пек каларӑш мӗнрен пуҫланса кайнине тӗпчекенсен шухӑшӗпе, вӑл тахҫан авал ҫар ҫыннисен хушшинче анлӑ сарӑлнӑ-мӗн. Историрен паллӑ: икӗ патшалӑх, йӑхпа йӑх тӑтӑшах вӑрҫнӑ-ҫапӑҫнӑ. Тепӗр чухне вара империпе импери хирӗҫсе кайса тӗнче вӑрҫи патнех ҫитсе тухнӑ.
Кӗперӗн пӗлтерӗшӗ патшалӑхпа патшалӑх вӑрҫнӑ вӑхӑтра вышкайсӑр пысӑк пулнӑ. Енчен те вӑрҫӑччен кӗперсем халӑхсене пӗр чӗлхе тупса суту-илӳ тума, туслӑ ҫыхӑну тытма, юханшывсем урлӑ каҫса ҫӳреме кирлӗ пулнӑ тӑк, вӑрҫӑра утлӑ ҫара, хӗҫ-пӑшала, салтаксене пӗр енчен тепӗр енне каҫарма ҫав тери кирлӗ хатӗр шутланнӑ. Вӗсене ятарлӑ хурал сыхланӑ. Тӗпрен илсен кӗперсене икӗ тӗллевпе хакланӑ: чи малтан, тӑшман ҫарӗ халь-халь кӗпер урлӑ каҫса хулана кӗрсе кайиччен унӑн ҫулне татас тесе ӑна вут тӗртсе ҫунтарса янӑ е хӑвӑрт кӑна ишсе-ватса тӑкнӑ. Тепӗр чухне инкек тӳснисем вӑйлӑ ҫапӑҫу иртсен юханшыв урлӑ каҫсассӑнах хӑйсене тӑшман хӑваласа ан ҫиттӗр тесе кӗпере хӑйсем хыҫҫӑн ҫӗмӗрсе, вут тӗртсе хӑварнӑ.
Пӗр ӑсчах-философ: «Кашни вӑрҫӑ мирлешнипе вӗҫленет», тенӗччӗ пулас. Патшалӑхсем те вӑхӑт иртнӗҫемӗн начаррине хыҫа хӑварса ырри патне туртӑнаҫҫӗ, каллех туслӑ пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Ҫунтарса янӑ кӗперсене те ҫӗнӗрен тӑваҫҫӗ. Ытарлӑ каласан паян ҫакна тӳррӗн мар, метафора вырӑнне йышӑнатпӑр, тӳрӗ пӗлтерӗшлӗ кӗперсемсӗр ҫынсен хушшинче урӑххи те — чунӑмӑрсене пӗрлештерсе, ӑшӑтса тӑракан туйӑм та — пулмалла. Ӑна шӑпах туслӑх кӗперӗ тенӗ пек ӑнланатпӑр. Политикӑра, идеологире «интернационал кӗперӗ» те теҫҫӗ.

Роман Чепунов, «Хыпар», 2010, пуш, 13


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-18 19:43:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2840 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем